Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тултан — арҫын, шалтан — хӗрарӑм

Кашни ялта тенӗ пекех, ыттисемпе танлаштарсан, куҫпа пӑхса ытармалла мар, хӑй патне илӗртекен капӑр та илемлӗ ҫурт пурах. Ҫак ҫурт хуҫи, ӳркенмен маттур, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, ыйӑхне ҫухатса, ывӑннине манса йывӑҫа эрешлесе, касса кӑларса тӑрӑшма шут тытнӑ-мӗн, чунӗ ыйтнӑ пек илемлетме ӗмӗтленнӗ. Пӳрчӗ умӗнчи тӑрӑхла сарӑлса выртакан пӗчӗк ҫеҫ пахча лаптӑкӗнче ҫулла та, кӗркунне те чечек ешерсе куҫа илӗртет, хӑй патне чӗнет. Пӗрре пӑхсах ҫак ҫуртӑн хуҫи илем мӗн иккенне пӗлекен ҫын пулнине ӑнланса илетпӗр. Мӗн тесен те эстетика культурине чухламан ҫын пурне те чунран килӗшмелле ҫакӑн пек ҫурт-йӗр ҫавӑрса лартаймастех. Тепӗр тесен, чечексен илӗртӳллӗхӗпе илемлӗхне чунран савма пӗлекенсем нихҫан та сивӗ чунлӑ пулмаҫҫӗ тени те тӗрӗсех-мӗн. Вӗсен ҫынсене ҫиленме сӑлтав та ҫук: ыттисене ҫут ҫанталӑк илемне ӑшӑ та ачаш чунпа савма чӗнеҫҫӗ мар-и-ха?
Арҫынна авалтанпах пурнӑҫ юхӑмӗ виҫӗ ӗҫ тума хавхалантарнине те манмалла мар: ачаллӑ пулма, йывӑҫ лартма, ҫурт-йӗр ҫавӑрма. Халӗ акӑ упӑшки, Турӑпа пурнӑҫ хушнӑ парӑмсене пурнӑҫа кӗртнӗскер, хӑйне; питӗ кӑмӑллӑн туять, ялта чи телейлӗ мӑшӑрсем теме хӑнӑхасшӑн, ҫын ҫинче хӑйсем пирки ҫак сӑмаха илтесшӗн.
Тулашран курӑнакан илемлӗхе курса пӳрте кӗрсен вара — кӑмӑл хуҫӑлать-мӗн: пӳрчӗ ултӑ кӗтеслӗ, илемлӗ кантур майлӑ курӑнса лараканскер, арӑмне, упӑшкипе йӳҫсе-хирӗҫсе пурӑнаканскере пула, тулашри илемлӗх енӗсенчен йӗрӗ те юлмасть. Хӑй вӑхӑтӗнче — ҫӗнӗ ҫурт ӗҫки умӗн — илсе лартнӑ парнесем, дивансемпе креслӑсем, палламалла мар хуралса, вараланса пӗтнӗ-мӗн, хӑйсен илӗртӳллӗхне ҫухатма та ӗлкӗрнӗ. Трюмо тени ҫине шутсӑр йышлӑ шӑна ларса пӑнчӑсем лартса хӑварма ӗлкӗрнӗ, электролампочкӑсем ҫине пӑхсан та кӑмӑл хуҫӑлать. Ял ҫыннисем, кӳршӗ-аршӑ сӑнанинчен ҫакӑ паллӑ иккен: упӑшки "шурӑ" тесе каланисене арӑмӗ яланах "хура" тесе, унӑн ырӑ кӑмӑлне хуҫса пырать-мӗн. Кун пек чухне кил-ҫуртра ӑҫтан йӗркелӗх пултӑр-ха? Ансӑртран мар ӗнтӗ ӗлӗкренех ҫынсем вӗсен ӗҫӗсене виҫсе, танлаштарса хак панӑ: "Тултан — арҫын, шалтан — хӗрарӑм", — тенӗ.

Роман Чепунов, филолог
Хыпар хаҫачӗ, 2006, ҫӗртме, 6


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 13:18:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3847 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем